Тула облаҫӗнче пенсионеркӑран пилӗк килограмм сахӑр туртса илнӗ хӗрарӑма тытса чарнӑ.
Полици 73 ҫулхи ват хӗрарӑм ҫине, лешӗ килелле 5 килограмм сахӑр йӑтса пынӑ чухне, тапӑннӑ тесе шутланакан хӗрарӑма тытса чарни пирки, туртса илнӗ сахӑра тавӑрса пани ҫинчен Тула облаҫӗнчи ШӖМ управленийӗ пӗлтерет.
«Раҫҫей ШӖМӗн муниципалитетсем хушшинчи отделӑн «Алексински» дежурнӑй пайне 73 ҫулти хӗрарӑм хӑйӗн ҫине тапӑнни ҫинчен пӗлтернӗ. Вӑл каласа панӑ тӑрӑх, хӑй пурӑнакан ҫурт подъездӗнче палламан хӗрарӑм унран сахӑр пакетне туртса илнӗ», — тенӗ хыпарта.
Полицейскисем усал шухӑшлӑ хӗрарӑм кам иккенне тата ӑҫта пурӑннине тупса палӑртнӑ. Вӑл ниҫта та ӗҫлемен, унччен пӗрре мар судпа айӑпланнӑ 44 ҫулхи хӗрарӑм пулнӑ, инкеке ленкнӗскерпе пӗр урамрах пурӑнаканскер. Хӗрарӑм усал ӗҫ тунине йышӑннӑ, ҫаратни пирки пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
ШӖМ управленийӗн представителӗ журналистсене каласа панӑ май, карчӑкӑн пакетра 5 килограмм сахӑр пулнине, айӑпа кӗнӗскере тытса чарнӑ хыҫҫӑн вӗсене тавӑрса панине пӗлтернӗ.
Эпир сирӗнпе нумай пулмасть Бутан ҫӗршывӗнчи Кури Чу юханшывӗ хӗррипе ҫӳресе куртӑмӑр. Паян вара Тула облаҫӗнчи Песковатски ялне ҫитсе пӑхӑпӑр. Енчен те инҫетри Монграна эпир ӑнсӑртран лекрӗмӗр пулсан — кунта вара ятарласа ҫул тытрӑмӑр. Мӗн сӑлтавпа тетӗр-и? Ара, хальхи вӑхӑтра эпир Василий Смирнов ҫырнӑ «Саша Чекалин» повеҫе мӑшӑрлатпӑр. Унта вара вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче пуҫне хунӑ 16 ҫулхи ҫамрӑк каччӑ пирки ҫырса кӑтартнӑ. Александр Павлович шӑп та шай ҫак ялта, Песковатски (выр. Песковатское) ятлинче, ҫуралнӑ та.
Малтанах ку яла Яндекс картти тӑрӑх ҫитме май пулӗ тесе шутларӑмӑр та, шел те вӗсен машинисем ҫак инҫетри яла килсе каяйман. Ирӗксӗрех Google картти ҫине пӑхма тиврӗ — кусен аппаратури вара кунта пулнӑ.
Яла кӗнӗ май мӗн куҫа курӑнать? Чи малтанах, Р92 ятлӑ ҫула хунарсемпе ҫутатнӑ, ҫулӗ такӑр, шӑтӑк-путӑк ҫук (Бутанри ҫула саплани курӑнатчӗ). Тата, паллах, йӑмрасем.
Чӑваш Енӗн прокурорӗнче Сергей Легостаев нумай вӑхӑт ӗҫлемерӗ. Ҫӗнӗ тивӗҫе 2015 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнчен 5 ҫуллӑха кӳлӗннӗскере должноҫрен хӑтарасси пирки иртнӗ эрнере РФ Президенчӗн указӗ тухрӗ. Чӑваш Ене киличчен Сергей Легостаев Кисан облаҫӗн прокуратурине ертсе пынӑ.
Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн ҫак эрнере иртекен сессийӗнче республика прокуратурин кандидатурине пӑхса тухмалла. Апла тума саккун хистет. «Правда ПФО» журналисчӗ Александр Белов пӗлтернӗ тӑрӑх, ку должноҫе Адыгея прокурорӗ Василий Пословский йышӑнма пултарать текен сӑмах ҫӳрет. Пакунлӑ ҫав ҫын 1961 ҫулта Воронеж облаҫӗнче ҫуралнӑ. Прокуратура органӗсенче 1984 ҫултанпа ӗҫлет. Тула облаҫӗн прокурорӗнче тӑхӑр ҫул тимленӗ. Адыгея прокурорӗнче вӑл 2011 ҫултанпа тӑрӑшать. Авланнӑ. Икӗ ача ашшӗ.
Росздравнадзорӑн Тула облаҫӗнчи управленийӗ грипа хирӗҫ кӗрешекен «Гриппоп плюс» вакцинӑна тунӑ хыҫҫӑн ҫынна япӑх пулма пултарасса пӗлтернӗ. Халӗ 120814 вакцина серине ҫаврӑнӑшран кӑларнӑ.
Тулӑсем мӗншӗн сисчӗвленнӗ-ха? Ҫакна йӑлтах Чӑваш Республикинчи пӑтӑрмах хыҫҫӑн тунӑ. Республикӑра «Гриппоп плюс» вакцинӑна тунӑ хыҫҫӑн 8 студента япӑх пулнӑ.
Халӗ Росздравнадзорӑн Тула облаҫӗнчи управленийӗ медпулӑшури стандартсене пӑхӑнассине тӗрӗслес енӗпе мероприятисем ирттерет. Ҫав серири вакцинӑпа малалла та усӑ курма юранине пӗлтерӗҫ.
Чӑваш Енӗн Патшалӑхӑн ӗҫлӗх служби кӑҫал 1115 ҫынна республика тулашне ӗҫлеме ӑсатасшӑн. Кӑҫалхи ҫур ҫулта ҫӗршывӑн 10 регионӗнчи 22 организацие 512 ҫынна ӑстанӑ та ӗнтӗ. Ҫапла, ку вӑл – официаллӑ ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх тата патшалӑх органӗ шута илнӗ цифра. Республика тулашӗнче тар тӑкакансем, тӳррипе, унтан та ытларах.
Нумаях пулмасть республикӑн Патшалӑхӑн ӗҫлӗх служби Тула облаҫӗн Ӗҫлӗх тата социаллӑ хӳтлӗх министерствипе килӗштерсе ӗҫлеме калаҫса татӑлнӑ. Кӑҫалхи пӗрремӗш ҫур ҫулта асӑннӑ регионти «Нива» тулли мар яваплӑ обществӑпа тата унти сӗт комбиначӗпе икӗ енлӗ килӗшӳ алӑ пуснӑ. Сезон вӑхӑтӗнче тата вахтӑпа ӗҫлеме унта 49 ҫынна ӗҫлеме ӑсатнӑ. Халӗ Тула облаҫӗнчи ытти организаципе те килӗшӳ тӑваҫҫӗ иккен.
Ӗҫлеме чӑваш арӗ-арӑмӗ ют региона ҫӳренине пӗлетпӗр-ха. Каҫал енче те инҫете тухса каяҫҫӗ.
Районти халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центр кашни ҫулах ӗҫсӗр ҫынсене Мускав, Чулхула тата Воронеж облаҫӗсене ӑсатни пирки хыпарлать район администрацийӗн сайчӗ. Акӑ, паянхи кун асӑннӑ центр урлӑ кӑна Мускав облаҫӗнче Комсмольски тӑрӑхӗнчи 4 ҫын ӗҫлет.
2014 ҫулта пӗтӗмпе 15 ҫынна республика тулашӗнче ӗҫпе тивӗҫтерме планланӑ иккен. Пуш уйӑхӗнче Чулхула облаҫӗнчи «Монтаж-энерго», Воронеж облаҫӗнчи «Красинское», Тула облаҫӗнчи «Нива» тулли мар яваплӑ обществӑсене рабочисене ӗҫлеме ӑсатӗҫ. Ҫывӑх кунсенче Мускав хулине тата Волгоград облаҫне кайма кӑмӑл пуррисене ярассине пӗлтереҫҫӗ. Ӗҫ килӗшӗвне пӗр уйӑхран кая мар вӑхӑта ҫирӗплетмеллине пӗлтереҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |